АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăхăнса ĕçлеменшĕн

21 ноября 2012 г.

Чăваш Республикин Пурăнмалли çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх, архитектурăпа строительство министерстви, районти прокуратура, район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕ нумаях пулмасть «Уют» ООО территорийĕнче строительство ĕçĕсене епле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Çавна май строительство вăхăтĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнă. Кунта вăй хуракансем ятарлă каскăсем тăхăнман, çавăн пекех ĕçлекен крана, строительство пыракан вырăна ятарласа карта тытса çавăрман. Ют çынсем те, ачасем те унта çăмăллăнах кĕрсе, иртсе çÿреме пултараççĕ.

Тĕрĕслев хыççăн «Уют» ООО директорне А.Степанова административлă майпа явап тыттарма йышăну кăларнă. Çитменлĕхсене çывăх вăхăтра йĕркене кĕртмелле тесе асăрхаттарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика