АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллисене - Тав хучĕсем

21 ноября 2012 г.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалланă уявра районти ветеринари станцийĕн тĕп бухгалтерне Валентина Васильевна Шатиловăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Патшалăх ветеринари службин руководителĕн Тав хучĕпе чысланă.

«Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста вăл»,— теççĕ Валентина Васильевна Шатилова пирки ĕçтешĕсем. Маттур та пултаруллă хĕрарăм районти ветеринари станцийĕнче тĕп бухгалтерта 4 çул вăй хурать. Пысăк опытлă ĕçчен малтан «Турхан» кооперативра тăрăшнă. 2004 çултанпа вара ветеринари станцийĕнче ĕçлет. Вăл — аслă пĕлÿллĕ специалист. «Шут ĕçне мĕн ачаранах кăмăллатăп. Çавна пулах çак профессие суйласа илтĕм те. Коллектив туслă пулни те хавхаланса ĕçлеме пулăшать», — тет тĕп бухгалтер. Çак хушăра вăл хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынă, паянхи кун та вăл ĕçре тăрăшуллă. Çитĕнÿсене кура Валентина Васильевнăна пĕрре мар тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе наградăланă та.

«Валентина Васильевна — вăр-вар та тăрăшуллă, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе уйрăлса тăракан хĕрарăм. Чăн-чăн профессионал тимлет ветеринари станцийĕнче», — терĕ Р.Велимухаметов.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика