АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче ялан асăрхануллă пулмалла

17 ноября 2012 г.

Район территорийĕнче кăçал 10 уйăхра 32 автоавари пулнă, вĕсенче 8 çын вилнĕ, 45-ĕн сусăрланнă. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан 2012 çулта аварисен шучĕ 2 чакнă. Пĕлтĕр вилнисем ытларах пулнă — 11, аманнисем — 48 çын.

2012 çулта ÿсĕр водительсен айăпĕпе 3 аварие шута илнĕ, вĕсенче пĕр çын вилнĕ, 5-ĕн сусăрланнă (пĕлтĕр — 2—2—3). Çул çитмен ачасен айăпĕпе 4 авари регистрациленĕ, пĕлтĕр — 3. Çуран çÿрекенсене пула 5 хутчен инкек пулнă, пĕлтĕрхи кăтарту та çавăн пекех.

Кăçал 10 уйăхра ГИБДД сотрудникĕсем район территорийĕнче саккуна пăснăшăн 4023 протокол çырнă (пĕлтĕр — 4852), 1 млн тенкĕ ытла штраф шыраса илме йышăну кăларнă. 993 пин те 246 тенкĕ патшалăх хыснине хывнă, ку вăл 88,68 процентпа танлашать.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен «Вăрман» операци ирттереççĕ. Çак тапхăрта вĕсем саккуна пăснă тĕслĕхсем тупас тĕллевпе рейдсем йĕркелеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика