17 ноября 2012 г.
— Вăл çамрăксенчен те ирттерет, ĕçлеме, ыттисене пулăшу пама нихăçан та ÿркенмест, — теççĕ Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Вера Степановна Воробьева пирки. Вăл — пичет ĕçĕн ветеранĕ. Вера аппа Комсомольски вăтам шкулне пĕтерсен район хаçачĕн типографийĕнче сас паллисене алăпа пуçтаракан наборщицăра ĕçлеме пикеннĕ. Акă, епле аса илнĕ типографире вăй хунă хăш-пĕр самантсене:
«Хаçат кăларас ĕçрех çĕр каçнисем те пулнă. Никам та мăкăртатман. Ĕçленĕ. Ун чухне хаçат эрнере виçĕ хутчен тухнă. Ĕç условийĕсем çăмăл пулман».
Каярахпа вăл редакцире секретарь-машинисткăра 32 çул ытла тăрăшнă.
«Туслă коллективра ĕç те кал-кал пынă. Лаврентий Васильевич Таллерова, Никандр Афанасьевич Якимова, Геннадий Алексеевич Уткина тата ыттисене ырăпа кăна аса илетĕп. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланă»,— терĕ Вера аппа.
Паянхи кун хаçат редакцийĕнче тăрăшакансенчен чи асли, чи пуян опытли вăл — Л.Д.Баринова. Вăл çамрăклах пурнăçне хаçат ĕçĕпе çыхăнтарнă та мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех хăй суйласа илнĕ çултан пăрăнман. Халĕ те вăл хаçат йăнăшсăр тухтăр тесе тимлет.
Людмила Федорова Йĕпреç районĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех хаçатпа туслă пулнă, хушăран заметкăсем ярса панă. Хĕрĕн пултарулăхне асăрхаса ăна шкул пĕтерсен Йĕпреç район хаçатне корреспондентра ĕçлеме чĕннĕ. Л.Бариновăна вара типографи ĕçĕ ытларах илĕртнĕ. Вăл пушă вăхăт тупăнсанах унта васканă, сас паллисенчен хаçат пуçтарăннине, линотип мĕнле ĕçленине сăнанă, май пулсан хăй те наборлакан машина умне ларма тăрăшнă. Майĕпен линотипист ĕçне алла илнĕ.
1969 çулта Людмила Дмитриевна Комсомольски районĕн хаçатĕнче вăй хума пикеннĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчи «Октябрь ялавĕн» 3466-мĕш номерне хатĕрлес ĕçе вăл та хутшăннă, паянхи 10000-мĕш номер тухнă кун та вăл коллективпа пĕрле. Хаçат тиражĕ 3700 экземпляр ытла пулнă. «Çак ĕç хальхи пек ансат пулман. Малтанхи вăхăтра хаçата сас паллисенчен алăпа пуçтарнă. Майĕпен линотипа наборласси çине куçрăмăр. Сĕм çĕрлеччен юлса хаçат хатĕрленисем те чылай пулнă», — аса илет Л.Баринова.
1981 çулта Людмила Дмитриевна корректорта вăй хума пикеннĕ. Çапла унăн тĕп тивĕçĕ хаçата вулакансем патне йăнăшсăр çитересси пулса тăнă. 7 редакторпа, 5 бухгалтерпа ĕçлесе курнă вăл çак хушăра, çулсем иртнĕ майăн корреспондентсем те пĕрре мар улшăннă. Çамрăксене пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн, кирлĕ чухне сĕнÿ-канаш панăшăн хисеплеççĕ ăна коллективра. «Хальхи вăхăтра хаçат кăларасси чылай çăмăлланчĕ: компьютерна яр та шăрçала, сăмах сиксе юлсан та абзаца çĕнĕрен пуçтармалла мар. Çакă, паллах, савăнтарать», — пытармасть шухăшне Людмила Дмитриевна.
Источник: "Каçал Ен"