АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ларура тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç

17 ноября 2012 г.

Иртнĕ юн кун район администрацийĕн актовăй залĕнче районти чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас, ăна пĕтерсе лартас тата пушар хăрушсăрлăх комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, организацисен, предприятисен ертÿçисем, тĕрлĕ службăсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Юрий Митюков ертсе пычĕ. Комисси 6 ыйту пăхса тухса йышăнусем турĕ.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Комсомольскинчи «Чувашмелиоводхоз» ФПУ филиалĕн начальникĕ Владимир Ананьев калаçрĕ. Юлашки 20 çул хушшинче пĕр плотина та туман иккен. «Пĕр çитменлĕх пур: йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене çăлма кимĕ çук»,— терĕ Владимир Николаевич.

Ларура çавăн пекех ПЧ-31 уйрăмĕн тата районти пушар хурал службин начальникĕсем Сергей Алексеевпа Николай Назаров тĕрлĕ ыйтусем çĕклерĕç. «Çулталăкĕпех район территорийĕнче «Жилище» операци иртет. Тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсене йĕркеленине пула кăçал пушар шутне чакарма пултартăмăр — 18 (2011 çулта 21 пулнă). Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене журнал пуçлама сĕнетĕп. Унта килекенсене пушар тухас хăрушлăх çинчен асăрхаттарса алă пустармалла»,— терĕ Николай Иванович. Сергей Алексеевич районта ирĕклĕ пушар дружини епле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатассипе яваплине асăрхаттарчĕ. Геннадий Волков хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Ял тăрăхĕсенче пуçлăхсем пушар хуралĕн службин представителĕсемсĕр рейдсем ирттернин усси сахал».

Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхне Геннадий Ефремова çак ыйту питĕ кăсăклантарать. Çавăнпа та вăл çитес çул ял поселенийĕсенче пулакан граждансен пухăвĕсене пушар хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешекенсене çитме сĕнчĕ. «Пухусенче тухса калаçсан тата та усăллăрах пулĕ»,— терĕ Геннадий Ракчеев та. Кун йĕркинчи виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Черновпа Комсомольскинчи çыхăну узелĕн начальникĕ Александр Счетчиков докладсем турĕç.

Пиллĕкмĕш ыйтупа район территорийĕнче сыснасен Африка чумипе кĕрешес енĕпе ирттернĕ мерăсем çинче районти ветеринари станцийĕн начальникĕн çумĕ Энвер Ильязов чарăнчĕ. «Раççейре виçĕ çулта çак чиртен 500 пин ытла чĕр-чун вилнĕ. Вăл хăвăрт ерекен чир, унпа чирленĕ выльăхсем вилеççĕ. Килти сыснасем тата хир сыснисем хуть хăш вăхăтра та чирлес хăрушлăх пур. Сыснасен Африка чумин вирусĕ ытти выльăх-чĕрлĕхшĕн те, çыншăн та хăрушă»,— терĕ Энвер Гадельянович.

Юлашкинчен район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов сăмах илчĕ. «Çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсенче районти 21 шкулта тата 7 ача садĕнче мероприятисем иртĕç. Вĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ертÿçĕсем яваплă», — терĕ Николай Аркадьевич.

Николай Назаров та Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче пушар тухас хăрушлăх ÿсни çинчен аса илтерчĕ, вĕсене яваплăн ирттерме сĕнчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика