АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафсене вăхăтра тÿлемелле

14 ноября 2012 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем кăçал январь — октябрь уйăхĕсенче 2027 протокол çырнă, вĕсенчен çул çитмен ачасем — 15-ĕн, хĕрарăмсем — 84-н.

Çырнă протоколсенчен 116-шне районти шалти ĕçсен пайне, 3-шне Роспотребнадзор управленине ярса патăмăр. 330 протоколпа судсем пăхса тухса йышăну тунă. Айăпа кĕнĕ 47 çынна арестлесе явап тыттарнă.

Тивĕçлĕ органсем йышăну кăларсан 1 уйăхра пурнăçламалла. Енчен те ун пек тумасан, РФ Административлă кодексĕн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн вăхăтра тÿлеменшĕн айăплаççĕ. Çавăнпа та штрафсене вăхăтра тÿленинчен ырри çук.

Çемьесенче харкашу, хирĕçÿ пулнă тĕслĕхсемпе пакунлă çынсем 10 уйăхра 181 протокол çырнă, айăплисене явап тыттарнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика