14 ноября 2012 г.
«Трактир» кафере тăрăшакан Нурхания Гайнутдиновăна (сăн ÿкерчĕкре) нумай çын паллать. Вăл Комсомольскинче райпо тытăмĕнче 1995 çултанпах ĕçлет. Маларах çак тытăмрах Муркашра 13 çул тăрăшнă.
— Çын ĕçсĕр пурăнаймасть. Унта хуйхă-суйхă та манăçать, кăмăл та çĕкленет. Ĕç çук е ки-лĕшмест тесе вырăнтан-вырăна куçса çÿрекенсене пачах та ăнланмастăп»,— тет Нурхания Нежеметдиновна.
Пĕр сăмахри пек килĕштерсе ĕçлекен коллективра ĕç те кал-кал пырать. «Кунта пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса пыни, яваплăха туйни пысăк вырăн йышăнать»,— тет Нурхания Гайнутдинова.
30 çул ытла суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшакан хĕрарăм паянхи кун та вашаватлăхĕпе çамрăксенчен ирттерет.
Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Гайнутдиновсем. Шел пулин те, Нурхания аппа мăшăрĕ темиçе çул каялла çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
— Мăнуксемпе йăпанатăп. Вĕсем пурри пурăнма хавхалантарать,— терĕ вăл.
Тавар туянаканăн ыйтăвне тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ Нурхания Нежеметдиновна.
Источник: "Каçал Ен"