АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Раççей Ял хуçалăх банкĕнче» — çĕнĕ вкладсем

14 ноября 2012 г.

«Раççей Ял хуçалăх банкĕ» АУО укçа-тенке кунта хурас текенсемшĕн çĕнĕ условисем сĕнет. Пурĕ 8 тĕрлĕ çĕнĕ вкладпа усă курма пулать. Вĕсем: «Классический», «Накопительный», «Управляемый», «Золотая пенсия», «Пенсионный плюс», «Детский», «Золотой», «Платиновый». Вкладсен процент шайĕсем чылай ÿснĕ. Уйрăм çынсемшĕн чи пысăк процент 12-пе танлашать.

Укçана 1 уйăхран пуçласа 5 çул таранччен хума пулать, вкладри сумма çумне хушма е укçан пĕр пайне вăхăтсăр илме юрать, виççĕмĕш çыншăн вклад уçма май пур.

Депозитсен условийĕсем банк клиенчĕсене хăйсен кăмăлне ытларах каякан вклада суйласа илме май параççĕ. Акă «Классическийпе» укçа-тенке упранă вăхăтрах тупăш илме, «Накопительныйпа» палăртнă срок валли укçа пуçтарма, «Управляемыйпа» хушăнакан процентсене çухатмасăр счет çинчи укçапа усă курма пулать.

«Золотая пенсия» тата «Пенсионный Плюс» вкладсене 2 çул таран хума пулать, çулталăкра 8,2 процент таран тупăш илме май пур. «Детский» вклада вара 18 çула çитмен ачасем çине уçаççĕ. «Золотой» тата «Платиновый» вкладсем - пысăк тупăшлă клиентсем валли.

«Раççей Ял хуçалăх банкĕн» çĕнĕ вклачĕсене тĕрлĕ тупăшлă клиентсем валли тунă. Çакă укçа-тенкĕпе туллин усă курма май парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика