14 ноября 2012 г.
Пурнăç уттипе тан утса, çĕннине алла илсе, шаннă ĕçе пахалăхлă пурнăçласа ĕçлеççĕ те Аслă Çĕрпÿел почта уйрăмĕн ĕçченĕсем. Хаçат-журнала вăхăтра çырăнтараççĕ, çĕнĕ периодикăна сĕнеççĕ.
Уйрăма Надежда Вячеславовна Ильина ертсе пырать. Кунта вăл 6 çула яхăн ĕçлет. «Ума лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшатпăр. Плана та вăхăтра тултарса пыратпăр. Хаçат-журнал çырăнтаратпăр, пенси укçипе тивĕçтеретпĕр. Çав вă-хăтрах газшăн, электроэнергишĕн, телефоншăн та укçине хамăрах пуçтаратпăр. Тепĕр майлă каласан — халăхшăн тăрăшатпăр», — тет ĕçпе паллаштарнă май Надежда Вячеславовна.
Паянхи куна уйрăмра 4 почтальонка тăрăшать. Пурте пысăк опытлă ĕçченсем. Тĕслĕхрен, И.Иванова 9 çул Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакансене тĕрлĕ периодикăпа тивĕçтерет. Г.Кашкарова куллен Аслă Çĕрпÿелне çул тытать. Г.Ракчеева Тутар Йăвашкел, Йăвашкел, Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕсенче тăрăшать. «Пирĕн ĕç çăмăл тесе калаймăн. Кирек епле çанталăкра та тулли сумккапа ял урамĕсем тăрăх утмалла. Кама — хаçат-журнал, кама — çыру, телеграмма, теприсене пособи памалла, ватăсене пенси парса хăвармалла. Ун пек чухне пенсионерсем патне кĕрсех тухмалла, вак укçа çитмесен тĕрлĕ таварпа саплаштармалла», — теççĕ ĕçне чунтан парăннă почтальонсем.
Паянхи куна почта уйрăмĕнче 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулăн çырăнтарăвĕ пырать. Ку енĕпе вĕсем япăх мар ĕçленине çирĕплетеççĕ. Кунта пурăнакансем район хаçатне «Каçал ене» хаваспах çырăннине пытармарĕç. Çитес çул ăна илсе тăма 130 экземпляр çырăннă та. Унсăр пуçне «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси», «Школьники» тата ытти хаçат- журнал та çырăнаççĕ.
«Пичет периодики халĕ чăннипех те пуян. Сăмахран каласан, уйăхне 3 пине яхăн тĕрлĕ хаçат-журнал килет. Хĕрарăмсен, ачасен, ĕçченсен хăйсене мĕн килĕшнине суйласа илме те май пур, кăмăл çеç пултăр», — тет уйрăм начальникĕ Надежда Вячеславовна. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче ял çыннисем валли ятарласа икĕ компьютер вырнаçтарнă. Кунта Интернетпа çăмăллăнах усă курма та май пур. Уйрăмра ялта пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерме условисем çителĕклĕ. Канцеляри хатĕрĕ, куллен усă куракан тавар: супăнь, порошок тата ыттине те, апат-çимĕç, парне туянма пулать.
Ĕç кал-кал пырать коллективра. Хаçат-журналпа тивĕçнĕ хыççăн, тĕрлĕ тавар илсе почтальонсем çула тухаççĕ.
Ĕçе чунтан парăннă, умри йывăрлăхсенчен хăраман çынсем çеç почта тытăмĕнче тăрăшма пултараççĕ. Шăпах çакăн пек ĕçченсем тимлеççĕ те çак уйрăмра.
Источник: "Каçал Ен"