АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уншăн ĕç - малти вырăнта

10 ноября 2012 г.

Полици тумне тăхăннă хĕр-хĕрарăмсене курсассăн кашнинчех вĕсенчен тĕлĕнетĕп. Йĕрке хуралĕнче тăрăшаканскерсем питĕ хăюллă та пултаруллă пек туйăнаççĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ, çак профессие çирĕп чунлисем çеç суйласа илеççĕ.

Лариса Никифорова аслă лейтенант çинчен те çаплах калас килет: çирĕп чунлă, хăюллă вăл, йывăрлăхсем умĕнче чĕркуçленекенсен йышĕнчен мар. Лариса Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкулта вĕреннĕ чухнех милиционерсем çинчен киносем пăхма кăмăлланă, хăйĕн пурнăçне çак профессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. 2002 çулта вара вăл районти милици уйрăмĕнче финанс пайĕн кĕçĕн инспекторĕнче вăй хума пикеннĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче юридици факультетĕнче ăс пухнă, пĕлĕвне анлăлатнă. Халĕ Лариса Валерияновна — лицензисем илме ирĕк парассипе ĕçлекен инспектор. Вăл килте хĕç-пăшал тытакансемпе, хурал компанийĕсем уçнă уйрăм предпринимательсемпе ĕçлет, лицензисем, хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк паракан хутсем çырса парать, тĕрĕслевсем ирттерет.

Л.Никифорова хăйĕн ĕçне чунтан килĕштернине пытармарĕ. «Мана кунта коллектив та, ертÿçĕсем те, ĕç йĕрки те питĕ кăмăла каять. Ĕç йĕрки тенĕрен, çĕрлехи дежурствăсене юлмалли те тăтăшах пулать. Çакă çемьеллĕ çыншăн пит меллех мар пулсан та ĕçе пăрахма шутламастăп. Маншăн вăл чи малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать», — уçрĕ шухăшне Лариса Валерияновна.

«Хĕрарăма ар çынсем хушшинче ĕçлеме йывăр мар-и?» — хама кăсăклантаракан ыйтăва памасăр чăтаймарăм. «Пачах урăхла. Ар çынсенчен тăракан коллективра вăй хума хăнăхнă ĕнтĕ. Ман шутпа, этемлĕхĕн черчен çуррипе ĕçлесси чылай йывăртарах. Пире, хĕрарăмсене, ăнланма çăмăл мар вĕт», — йăл кулчĕ аслă лейтенант.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика