АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра 10 пин ытла çын патшалăх пулăшăвне илеççĕ

10 ноября 2012 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакансем электронлă майпа патшалăх пулăшăвне илме пултараççĕ. Вĕсем пурĕ 77 (муниципаллă — 27, патшалăх — 50).

Пулăшу илес текенсен малтан сайтра регистрациленмелле, кайран вара Пĕрлĕхлĕ патшалăх пулăшăвне паракан портала кĕмелле. Ас тăвăр: пĕр хутчен кăна регистрациленме юрать.

Паянхи куна асăннă портала республикăри 10 пин ытла çын кĕрсе пулăшу ыйтнă. Вĕсем ытларах РФ паспортне, РФ Пенси фондĕнчен информаци илессипе, штрафсем пуррине е çуккине пĕлессипе тата ыттипе те çыхăннă.

Чăваш Енре патшалăх пулăшăвне электронлă майпа илесси планпа килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Çулталăк вĕçлениччен çынсем тата патшалăх 50 пулăшăвне çак майпа илме пуçлĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика