АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр уйăхра – 3 пушар

10 ноября 2012 г.

Кăçал ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 18 пушар регистрациленĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 21). Пурĕ вĕсем 1327300 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ (пĕлтĕр — 655901). 9 çурт вутра çунса кĕлленнĕ, 14 — сиенленнĕ. Александровка, Кайнлăк ял поселенийĕсенче, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пушарсен шучĕ уйрăмах ÿснĕ.

Çак 10 уйăхра пулнă пушарсен тĕп сăлтавĕсем:

— электрооборудованипе усă курмалли правилăсене пăсни — 10 тĕслĕх (55,5 процент);

— кăмакасемпе тĕрĕс мар усă курни — 3 (16,6 процент);

— çулăмпа ĕçленĕ чух асăрханманни — 2 (11,2 процент);

— техника юсавсăр пулни — 2 (11,2 процент);

— ачасем вутпа выляни — 1 (5,5 процент).

Октябрь уйăхĕнче район территорийĕнче 3 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Сăлтавĕ — электропроводсен юсавсăрлăхĕ. Акă, октябрĕн 4-мĕшĕнче çĕрле Йÿç Шăхалĕнче çулăм алхасма пуçланă. Унта мунча, сарай тата ытти хуралтăсем çунса кĕлленнĕ, пурăнакан кирпĕч çурт сиенленнĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче вара Тăманлă Выçлинчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Унта хуралтăсен тăрри çунса кайнă, çулăм кÿршĕсен хуçалăхне те сиен кÿнĕ.

«Хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсем чылай пулнине кура, пурне те тепĕр хут аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапла тусан çеç вутран сыхланма, пурлăха упраса хăварма пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика