АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинех уйра ĕçсем вĕçленчĕç.

10 ноября 2012 г.

Ĕçне кура сан уяву

Эс савăн та паян, мухтан та,

Эсĕ — çĕр ăсти!

Эсĕ — çĕр хуçи!

Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен, пур продукцине те пуçтарса кĕртсен ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансене пысăк уява пуçтарасси йăлана кĕнĕ. Кăçал Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне ноябрĕн 8-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче уявларĕç.

Хуçалăхсенче вăй хуракансене чи малтанах район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев саламларĕ. «Сирĕн ĕç чи пархатарли. Эсир çĕрĕн чĕлхине пĕлетĕр. Хăвăра шаннă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлатăр. Чыс та мухтав сире!» — терĕ Евгений Иванович пухăннисене саламласа. Ял хуçалăхĕн хастар та пултаруллă ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.В.Александров ырă сунса саламларĕç. Район çулран-çул аталанса пынине, ÿсĕмсем пысăккине вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех пысăк тухăçпа ĕçлени те савăнтарать.

Михаил Романович ял çыннисем тăрăшуллă пулнине палăртрĕ: «Сирĕн ĕçченлĕхрен продукци тухăçлăхĕ нумай килет. Эсир тăрăшнипе хуçалăх ÿсĕмĕсем, район çитĕнĕвĕсем те курăмлă».

Эдуард Валентинович Каçал тăрăхĕнче чăннипех те ĕçчен, тăрăшуллă, маттур çынсем пурăннине каларĕ. «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тăрăшса ĕçлекенсен çеç савăнма сăлтав пур», —терĕ вăл уяв ячĕпе саламланă май. Çавăн пекех хуларан килнĕ хăна Раççейре, республикăра палăрнисене дипломсемпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕ. Сăмахран, Чăваш Республикинчи аграри секторĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне — 2012» куравĕнче Атласкинăн фермер хуçалăхĕпе «Слава картофелю» агрофирма продукцийĕсем ылтăн медале тивĕçнĕ. Потребительсен «Нур» кооперативне, «Кооператор» ПК ОООна — кĕмĕл медальсем. Районти «Госсорткомисси» филиалĕн директорне Н.В.Иванова уявра «Россия Федерацийĕн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕç. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕсене «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин, «Асаново» ЯХПК доярки Л.И.Чижикова тивĕçрĕç. ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине А.Тяканова («Родина» ООО), В.Комиссаров («Дружба» ЯХПК), Ю.Григорьев («Труд» ЯХПК), Р.Гладкина, А.Порфирьева («Восток» ЯХПК), В.Васильев (Атласкинăн фермер хуçалăхĕ) тивĕçрĕç. Ветеринари службинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн В.Шатиловăна (районти ветеринари станцийĕ), Н.Топтыгинана (Асанкасси) ЧР Патшалăх ветеринари службин руководителĕн Тав хучĕсене пачĕç. ЧР агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Хисеп грамотисене О.Ефимова («Слава»), Г.Мурнаева («Искра») тивĕçрĕç.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем мĕнле тăрăшнипе туллин паллаштарчĕ. Ÿсĕмсем япăх мар, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çакă ĕçченсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен, пăхнинчен, вăхăтра çумкурăкран тасатнинчен те нумай килнĕ. Ял хуçалăхне тĕрлĕ майпа вăйлăрах аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем машинăпа трактор паркĕсене пуянлатма, çĕнĕ йышши техника туянма вăй çитернĕ. Ку енĕпе эпир чăннипех те маттур пулнине Ильдус Хадзятович тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. «Слава картофелю» агрофирма юлашки 5 çулта 74 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Хуçалăхăн пурлăхпа техника бази калама çук пуян пулни палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать те. Вĕсем Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те лидерсен йышĕнче. Çĕр улмине тухăçлă çитĕнтерес енĕпе районта япăх мар ĕçлеççĕ, ыттисен пирĕнтен тĕслĕх илмелли пурах. Кăçал çак культурăна 1965,5 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтамран кашни гектартан 198-шар центнер илнĕ, республикăра 5-мĕш кăтарту.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем те хуçалăхсенче аван çитĕннĕ. Кунта вĕсене вăхăтра минераллă удобренисемпе апатлантарни те витĕм кÿнĕ паллах. Ампар виçипе кăçал пÿлмесене 27122 тонна тĕш тырă кĕнĕ. Чи пысăк тухăç илекенни — «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ. Кăçал вĕсем вăтамран кашни гектартан 29 центнер илнĕ. Тупăшлă ĕçленĕрен пысăк «Ылтăн пучах» приза та вĕсемех тивĕçрĕç. Хуçалăхри ĕçченсем усă куракан кашни гектар пуçне 32,7 центнер апат единици чухлĕ уй-хир культурисем туса илнĕ. Кунта хуçалăх ертÿçин В.А.Никифоровăн, тĕп агрономăн А.Н.Игнатьевăн тÿпи уйрăмах пысăк. «Урожай» колхоз кашни гектартан 24,6 центнер пухса кĕртсе — иккĕмĕш вырăнта. Ф.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем 24,5 центнер апат единици илсе — виççĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех «Восток», «Пайгас», «Луч», «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ, «Сюрбеево» ООО та лайăх ĕçленĕ тесе палăртрĕç.

Пĕчĕк «Ылтăн пучах» приза кăçал «Урожай» колхозри Р.Н. Макова ертсе пыракан бригада çĕнсе илнĕ. «Дружба» хуçалăхри М.Ш.Мухутдинован бригади — иккĕмĕш, «Рассвет» ЯХПКри Н.М.Павлован бригади виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çĕр улмине кăçал «Урожай» колхоз чи пысăк тухăçпа туса илнĕ. Ăна вăтамран кашни гектартан 331 центнер пухса кĕртнĕ. «Слава картофелю» агрофирма, «Рассвет» ЯХПК, «Комсомольские овощи» ООО та çак культурăна аван çитĕнтернĕ.

Аш-какай туса илес енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕ палăрнă. Унти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 106,7 центнер аш-какай туса илнĕ. «Восток» тата «Рассвет» ЯХПКсенчи кăтартусем 55,1 тата 49,2 центнерпа танлашаççĕ. Сĕт туса илес енĕпе чи маттуррисем — «Рассвет» ЯХПК ĕçченĕсем. Вĕсем кашни 100 гектар çĕр пуçне 632,9 центнер сĕт туса илнĕ. «Искра» колхоз, «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ те малтисен йышĕнче.

«Урожай» колхоз - халăхран сĕт пуçтарассине чи лайăх йĕркелекенĕ. Вĕсем ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран ĕне пуçне 2995 килограмм сĕт пуçтарнă. «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн кашни ĕне пуçне — 2484 килограмм, «Искра» колхозăн — 2329 килограмм.

Хуçалăх ĕçченĕсемпе ертÿçисем пур çĕрте те вăр-вар. Вĕсем паянхи кун уттинчен юлмасăр шав малалла ăнтăлаççĕ, çĕннине алла илеççĕ. РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ С.Т.Зубарева вĕсемпе яланах тачă çыхăнура ĕçлекен хуçалăх ертÿçисене Н.М.Иванова, Н.А.Никифорова, В.И.Фадеева Тав хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ. М.А.Буслаев, А.Н.Зайцев, Н.А. Бахтеров, Р.М.Шарафутдинов, О.П.Андреева, П.В.Силивестров «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АУОн районти уйрăмĕн Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Районти пултаруллă та хастар ертÿçĕсен ĕçне «Восход» ООО ертÿçи Л.Смирнова та палăртса хăварчĕ. «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав хучĕсене В.И.Фадеева («Пайгас»), Г.В.Кузьмина («Труд»), М.Я.Бадрутдиновăна («Алга») парса чысларĕç.

Хуçалăх ертÿçисем тăрăшуллă пулнине, маттур ĕçленине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ.

Уяв, паллах, юрă-ташăсăр мар. Культурăпа кану центрĕн, «Каçал» фольклор ансамблĕн артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Искусство шкулĕн ачисем илемлĕ ташăсем парнелерĕç.

Уявра «Кооператор» ООО, «Хлебозавод» АУО, райпо производство комбиначĕ, «Хурт-хăмăр ĕрчетес агентстви» АУО ĕçченĕсем хăйсем хатĕрлекен продукципе паллаштарчĕç. Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ (ертÿçи В.С.Агамирян) пысăк уявра хăйĕн продукцине сĕнчĕ, уява килнисем тĕрлĕ йышши сырсене тутанса пăхса хак пама пултарчĕç. Вĕсен продукцине районта пурăнакансем хапăлласах йышăнчĕç. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Савăнма та, канма та, ыттисен паха опычĕпе паллашма та вăхăт пулчĕ. Паянхи уявăн ырă енĕ вăл — пурте пĕрле пуçтарăнса çулталăк хушшинче тунă ÿсĕмсене пĕтĕмлетни, мухтавлă çынсемпе тĕплĕнрех паллашни, малашне те çитĕнÿсем тума кашни çынра ăнтăлу çуратни. Пĕрле пуçтарăнса савăннине мĕн çиттĕр?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика