07 ноября 2012 г.
тет Россия Федерацийĕн Перекет банкĕн ĕçченĕ Марина Алексеева. Вăл çак тытăмра 2003 çултанпах тимлет.
«Чăннипех те пуçаруллă, ăста, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă»,— теççĕ ун пирки коллективра.
Марина Элпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта 8 класс пĕтерсен Шупашкарти экономикăпа технологи техникумне вĕренме кĕрет. Яланах пĕлÿ патне ăнтăлакан хĕр кунта та лайăх паллăсемпе вĕренсе пырса хĕрлĕ хуплашкаллă диплом алла илет. Тăван яла таврăнса ял поселенийĕнче тĕп бухгалтерта ĕçлет. Ун хыççăн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшать. Халĕ Марина Алексеевна — РФ Перекет банкĕнче уйрăм çынсене кредит паракан пайĕн тĕп специалисчĕ.
— Тăван ене нимле хулапа та улăштармастăп,— тет Марина Алексеева. — Автотранспорт шăв-шавĕпе тулнă урамсене кăмăлламастăп.
Ĕçленĕ вăхăтрах тавра курăмне анлăлатса куçăмсăр майпа иккĕмĕш специальность та алла илнĕ вăл, Мускаври патшалăх социаллă университетĕнчен юриста вĕренсе тухнă.
Пушă вăхăтра 4 çулхи ывăлĕпе Илюшпа кĕнеке вулама май тупать.
Источник: "Каçал Ен"