07 ноября 2012 г.
Килес çур акине ирттерме планпа мĕн пурĕ 22700 центнер пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тырăсен вăрлăхне тĕрĕслесе пĕтернĕ. Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрчĕ: паянхи кун тĕлне унăн 26 проценчĕ çеç акма юрăхлă, 64 проценчĕ таса мар, 15 проценчĕн шăтаслăхĕ япăх.
Чылай хуçалăхăн тырă вырнă тапхăрта вăрлăха кирлĕ шайра тасатса кĕлете кĕртме вăхăт пулмарĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ районти кăтартусем начартарах. Паянхи кун тĕлне уй-хирти ĕçсем пĕтнĕ, çитес вăхăтрах хуçалăхсенче вăрлăха аллама звеносем хатĕрлемелле. «Асаново» ЯХПКра, Н.В.Ивановăн фермер хуçалăхĕнче тĕш-тырă вăрлăхне тасатас ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ.
Кăçал чылай хуçалăхра вăрлăха сăвăс ернине (8449 центнер е 37 процент) тупса палăртнă. Сивĕ çанталăкра çак сиенлĕ кăпшанкă пит хускалаймасть. Çавăнпа та ĕнтĕ сăвăс ернĕ вăрлăха тепре алламалла, кайран ăна тусанран шăлса тасатнă пÿлĕмсене хумалла, аллакан машинăсене те тасатма манса каяс марччĕ. Çуркунне, çанталăк ăшăтсан (15 градусран иртсен), сăвăс ернĕ вăрлăхсем çине тĕрлĕрен им-çам хумалла. Тĕслĕхрен: фаском тата катфос препаратсемпе усă курма пулать. Пĕр тонна тырă çине 9 грамм кирлĕ.
Палăртмалла: «Слава картофелю» агрофирмăра, «Рассвет» ЯХПКра, «Урожай» колхозра кашни çулах пахалăхлă вăрлăх хатĕрлеççĕ. Тырăсем ÿснĕ чухнех хирĕсем таса, пучахĕсем тулли те шултра. Пахалăхлă вăрлăх туса илесси уйрах паллă. Сăмахран, тулă вăрлăхĕн шăтаслăхĕ çак хуçалăхсенче 93—94 процентпа танлашать. Паянхи кун «Слава картофелю» агрофирмăра 1-мĕш репродукциллĕ «Московская-35» сутмалли çурхи тулă вăрлăхĕ пур. Шăтаслăхĕ — 94 процентпа, 1000 пĕрчин виçи 41 грампа танлашать.
Юлашкинчен «Россельхозцентр» ФПБУн районти филиалĕн специалисчĕсен ячĕпе ял хуçалăх ĕçченĕсене професси уявĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"