03 ноября 2012 г.
Нумаях пулмасть «Йăвача» ача садĕнче «Аннепе эпĕ — кĕвĕллĕ çемье» конкурс иртрĕ. Унта шăпăрлансем амăшĕсемпе сцена çине тухса кĕркуннене халалласа юрăсем шăрантарчĕç, тĕрлĕ кĕвĕ çеммипе ташларĕç. Конкурсантсем чăваш, тутар, вырăс, финн тата ытти халăх кĕввисемпе авкаланса ăсталăхне кăтартрĕç.
Çавăн пекех ачасем амăшĕсемпе «Кĕвве пĕл» конкурсра та тупăшрĕç. Çак ăмăртура аслисен самай пуç ватма, хăйсен пĕчĕк чухнехине аса илме тиврĕ.
«Кĕрхи апат-çимĕç» конкурса та тĕплĕн хатĕрленнĕ Хиртиявăшсем. Вĕсем тĕрлĕ салатсем, кукăльсем, булкăсем пĕçерсе килнĕ. Тупăшусенче Сейфулловсем, Смирновсем, Шипатовсем, Садртдиновсем, Розовсем, Комиссаровсем, Тазетдиновсем, Алексеевсем, Долговсем тата ыттисем те ăсталăхпа палăрчĕç.
Юлашкинчен пухăннисем кĕр мăнтăрĕн кучченеçĕсемпе пĕрле ларса сăйланчĕç.
Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.
Источник: "Каçал Ен"