03 ноября 2012 г.
Хирти Явăшри «Йăвача» ача садне çумăрлă çанталăк текех хăратмĕ. Л.Петрова заведующи тăрăшнипе ача сачĕн çурчĕн çи виттине улăштарса çĕнни витрĕç. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама çăмăлах пулмарĕ. Пурте кар тăрса тăрăшса ĕçленипе çеç палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçларăмăр. Район администрацийĕ бюджетран укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Шифер кÿрсе килме «Дружба» колхоз председателĕ Р.М.Мансуров транспорт уйăрса пачĕ.
Кĕрхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пăхмасăрах ача сачĕн ĕçченĕсем, кунта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем хавхаланса ĕçлерĕç, виçĕ кун хушшинче витсе те пĕтерчĕç. В.Комиссарова, Н.Комиссарова, А.Алексеева, Л.Григорьев, А.Долгов, Н.Алексеев, А.Макаров, Э.Зарипова, Р.Садртдинов, А.Константинов, А.Сергеев маттур пулнине палăртса хăварас килет. Пысăк ĕçе пĕччен тăваймăн, пурте тăрăшни ăна кĕске вăхăтрах пурнăçлама май пачĕ. Ваттисем «пĕрлĕхре — вăй» тесе ахальтен каламан.
Источник: "Каçал Ен"