03 ноября 2012 г.
Россия Федерацийĕн Ĕç кодексĕпе тата 52-ФЗ №-лĕ «Халăхăн санитарипе эпидемиологи йĕркелĕхĕ» Федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен ĕçе пикениччен тата вăхăтран вăхăт медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Ĕçе илнĕ чухне çын хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пултарассине çирĕплетме тата чирсене шала кайиччен тупса палăртма тĕрĕслев ирттереççĕ.
Вăхăтран вăхăт ирттерекен медицина тĕрĕслевĕн тĕллевĕсем:
1) ĕçлекенсен сывлăхне сăнаса тăрасси, чирсене, çав шутра социаллă пĕлтерĕшлисене, професси чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртасси, сиенлĕ професси факторĕсем çын сывлăхĕ çине мĕнле витĕм кÿнине сăнасси, риск ушкăнĕсене палăртасси;
2) малалла ĕçе пурнăçлама чăрмантаракан чирсене тупасси;
3) ĕçлекенсен сывлăхне, ĕçлес пултарулăхне сыхлас енĕпе профилактика тата реабилитаци мероприятийĕсем вăхăтра йĕркелесси;
4) инфекциллĕ тата паразитсем урлă ерекен чирсем сарăласран асăрхаса тăрасси;
5) производствăра инкек пуласран асăрхасси.
2012 çулăн пуçламăшĕнчен Раççей Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин сиенлĕ е хăрушă производство факторĕсемпе çыхăннă ĕçсенче вăй хуракансен медицина тĕрĕслевĕсемпе çыхăннă ятарлă приказĕ вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн медицина тĕрĕслевне ирттерессине ĕç параканăн йĕркелемелле. Унăн çакăн пек тĕрĕслеве ирттерме тата професси юрăхлăхне тĕрĕслеме ирĕк пур медицина организацийĕпе килĕшÿ тумалла. Миçе çултан е уйăхран тепĕр хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли ĕçрен, унти сиенлĕ е хăрушă производство факторĕсенчен килет. Çапах та сывлăха икĕ çулта пĕрре те пулин тĕрĕслеттермеллех.
Ĕç паракансен медицина организацине сиенлĕ производство факторĕсемпе ĕçлекенсен списокне туса памалла. Çав списокри çынсен сывлăхне вăхăтран вăхăта тĕрĕслесе тăмалла.
Источник: "Каçал Ен"