03 ноября 2012 г.
Раççейре пĕрремĕш хут приставсем пирки асăнни 1270 çулта пулнă. Паянхи кун çак ятарлă органăн, суд приставĕсен службин тĕп ĕçĕсем — суд йышăнăвĕсене вăйпа пурнăçлаттарасси, судсенче йĕркелĕхе тытса пырасси тата ытти те.
Ноябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсем Суд приставĕсен кунне паллă турĕç. Професси уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илнипе паллашма районти суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕпе Владимир Ивановпа курса калаçрăм.
— Владимир Петрович, суд приставĕсем 2012 çулта хăйсен умне лартнă тĕллевсене епле пурнăçлаççĕ?
— Иртнĕ тапхăрта районти суд приставĕсем 7610 исполнительлĕ ĕç пăхса тухнă. Пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан самаях чылай. Паллах, вĕсенчен ытларахăшĕ — ПАИ штрафĕсем. Январь — октябрь уйăхĕсенче районти суд приставĕсем алимент шыраса 178 исполнительлĕ производство пуçарнă. Тарса çÿренĕшĕн, вăхăтра парăма тÿлеменшĕн РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйипе килĕшÿллĕн 11 уголовлă ĕç пуçарнă. 10-шĕпе айăплă парăмçăсем суд тенкелĕ çине ларнă.
Алимент ĕçĕсемпе Елена Пирогова тимлет. Тăрăшуллă суд приставĕ ĕçне чунтан парăннă. Айгель Тимербулатова, Энже Ямалетдинова, Гузель Зайнуллина суд приставĕсем, Минзелия Гельметдинова делопроизводитель шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Судри йĕркелĕхшĕн тăрăшакан Линар Акшова, Марат Гайнутдинова, Борис Жукова, Владимир Калашникова, Петр Краснов водителе ырăпа асăнмалла.
— Паянхи кун Сирĕн службăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — алимента вăхăтра шыраса илесси. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: 1—2 пин тенкĕ пысăк укçа мар. Алимент виçине пысăклатма мĕнле майсем пур?
— Россия Федерацийĕн Çемье кодексĕн 119 статйипе килĕшÿллĕн суд урлă алимент виçине пысăклатма (пĕчĕклетме) пулать.
— Алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн тарса çÿрекене уголовлă майпа явап тыттарни çинчен пĕлетпĕр. Тата мĕнле айăплама пулать вĕсене?
— Алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансене РФ Çемье кодексĕн 69, 71 статйисен 1, 2-мĕш пайĕсемпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма пулать.
Унсăр пуçне çавăн пек чару пайĕсем пур: пурлăхне арестлесси, ют çĕр-шыва тухса кайма чарасси тата ытти те.
— Владимир Петрович, Сире тата коллектива уяв ячĕпе саламлатпăр, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"