АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупайăпăр-ши пуласлăх никĕсне?

03 ноября 2012 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарта, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, çавăн пекех Эстонирен килсе çитнĕ йăхташсем, влаç представителĕсенчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова хутшăннă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе халăхăн хисеплĕ çыннисем, ЧНК Ваттисен канашĕн хастарĕсем Никифор Наумов мăчавăр тата СССР халăх артистки Вера Кузьмина ларăва ăнăçлă ĕçлеме суннă. Юлашки тапхăрта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă чаплă ентешĕмĕрсене хисеп туса пĕр самант шăп тăнă хыççăн лару ĕçе пикеннĕ.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн президенчĕ Геннадий Архипов доклад тунă. Вăл Наци радиовĕ ĕçлеме пуçланине ырланă. Унта ЧНК хастарĕсем тĕрлĕ кăларăм хатĕрлеççĕ. Çулталăк каялла сенкер экран çине тухнă наци телекуравĕ вара, докладчик шухăшĕпе, çитменлĕхсемсĕр мар-ха. Вĕсен ĕçченĕсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхепе калаçма пултараймасть. Çавăн пекех Г.Архипов халăхăн тĕп уявне — Акатуя — ирттерессине йĕркелесе ярасси, чăвашла илемлĕ фильмсем ÿкересси, ЧНК тăрăшнипе чăваш кĕрешĕвне чĕртни çинче чарăнса тăнă, ал ăстисен пĕрлешĕвĕн ĕçне тишкернĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов конгресс хастарĕсене паллă пулăмпа саламланă май унăн малтанхи тапхăрĕнче уйрăмах палăрнă ентешсене Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Вĕсем — Атнер Хусанкай, Виталий Никитин (Станьял), Олег Мустаев (Чĕмпĕр), Геннадий Яковлев (Хусан). Атнер Хусанкай хăйĕн сăмахĕнче чăваш тĕнчи пуррине, ăна туйса тăнине пĕлтернĕ. Вăл çав вăхăтрах паянхи хастарсен ĕçĕ пĕр енлĕ — чăвашлăх ыйтăвĕ тавра çеç — йĕркеленсе пынине палăртнă, тĕнчери ытти халăхсемпе çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ.

Республика тулашĕнчи йăхташсем те сцена çине хăпарса хăйсем çак тапхăрта тунă ĕçсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра диаспорăри чăвашсене 90 пĕрлĕх, общество, центр çыхăнтарса тăраççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Пĕрисемшĕн çулталăкра пĕр-икĕ концерт кăтартни, виç-тăват хут тĕл пулса калаçни те пысăк ĕç шутланать-мĕн. Теприсем, сăмахран, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕсем, хастарлăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрса тăраççĕ.

Тухса калаçакансем татах та пулнă. Константин Портнов чăвашсем пурăнакан хутлăхсенче этнопедагогикăна «симĕс» çул пама, Владимир Булгарский Чăваш Республики çумне Атăлçи Пăлхар хушма ят кĕртме тата Пăлхар патшалăхĕн историне тарăннăн тишкерме сĕннĕ.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ пулма Вячеслав Ориновпа Валерий Клементьева çирĕплетнĕ.

Лару хыççăн сцена çинче театрализациленĕ «Хĕр сăри» уяв иртнĕ.

Çав кунах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă, чăвашлăх ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисем панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика