03 ноября 2012 г.
«Ĕç çынна илем кÿрет», — тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Çавна пулах ачасене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Тăрăшуллă та маттур çынсем пирĕн хушăра та сахал мар. Нумайăшĕ аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Акă, Диля Зиатдинова çамрăк специалист Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика офисĕнче врач-терапевтра ĕçлет. Кунта вăл кăçалхи апрель уйăхĕнчен çеç тăрăшать пулин те, ял çыннисем ăна чунтан хисеплеççĕ. «Хăйне шанса панă ĕçе туллин пурнăçлать. Офиса килнĕ кашни пациент сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслет, мĕн ыратнипе кăсăкланать. Кирлех пулсан киле те пырса çÿрет. Эмелсем çырса парать, процедурăсем палăртать», — тет ун пирки кунта сывлăхне тĕрĕслеме килнĕ Сафире Тимершиновна Шарафутдинова.
Диля Гаязтиновна Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ, çулталăк интернатурăра вĕреннĕ. Хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ. Малтан вăл Шупашкар хулинче ĕçленĕ.
Сăмах май каласан, яла ĕçлеме килме хавхалантаракан «Земски тухтăр» программăпа килĕшÿллĕн çамрăк врач тăван ене таврăннă. Çемье çавăрса кунтах тĕпленнĕ. «Çĕнĕ вырăнта ĕçе пуçăнма, хăнăхма çăмăлах пулмарĕ. Ĕçтешсем мана пур енлĕн пулăшрĕç. Халĕ вара кунта килнишĕн чунтан савăнатăп, ĕç кал-кал пырать», — тет Диля Гаязтиновна хĕпĕртесе. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ял çыннисене вăхăтра пулăшу кÿме, сывлăха тĕрĕслеме, сипленме пĕтĕм услови пур.
«Яла ĕçлеме килнĕ специалиста федераци бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ укçа уйăрни калама çук пысăк пулăшу. Тĕслĕхрен, эпир укçа-тенке çурт-йĕр çине ятăмăр», — тет врач савăнăçне пытармасăр. Çамрăксене патшалăх çакăн пек хавхалантарни чăнах та курăмлă. Малашне ялсенче те çамрăк специалистсем ĕçлессе шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"