АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци иртрĕ

31 октября 2012 г.

Район территорийĕнче октябрь уйăхĕн 12—14, 26—28-мĕшĕсенче «Ÿсĕр водитель» операци икĕ тапхăрпа иртрĕ. Çав вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем рейдсем йĕркелерĕç.

Юлашки çулсенче водительсен дисциплинине хытарас тесе саккунсемпе правилăсене çирĕплетсе пыраççĕ пулин те, руль умне ÿсĕрле ларакансен шучĕ çав-çавах чакмасть. Операцисен тапхăрĕнче 13 водителе, «симĕс çĕленпе» туслашнăскерсене, явап тыттартăмăр. Хĕрĕнкĕ шоферсенчен 12-шĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмерĕ. Вĕсем çине РФ Административлă кодексĕн 12.26 статйин 1, 2-мĕш пайĕсемпе протокол çырнă. Айăплă çынсенчен 3-шĕн руль умне ларма та юраман, мĕншĕн тесен ÿсĕрле çÿренĕшĕн маларах явап тытнăскерсем пулнă-çке. Миравай судья иртнĕ кунсенче вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçе пăхса тухнă, 10-шар талăк административлă майпа арестлеме йышăну кăларнă.

Ĕçкĕ-çикĕ никама та ырă тумасть. Çавăнпа та автомашинăпа урăлла çеç çÿремеллине çирĕп асăрхаттаратпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика