АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмăрккăна пĕтĕмлетнĕ

31 октября 2012 г.

Çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе ваканси ярмăрккисене ĕç паракансем хастар хутшăнаççĕ. Çак ĕç вĕсене пĕр-пĕринпе тĕплĕнрех паллашма, мĕн килĕшнине суйласа илме май парать.

Тĕслĕхрен, кăçал районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ ÿсĕмри граждансене, çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çичĕ ярмăркка ирттернĕ. Александровка, Комсомольски, Урмаел, Хирти Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕсен администрацийĕсем ваканси ярмăрккисене уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Вĕсем çул çитмен ачасене ĕç тупса парас енĕпе маттур пулчĕç. Çавна май кăçал 78 ача çуллахи каникула усăллă ирттернĕ.

Çавăн пекех Комсомольски райповĕ, «Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» АХО ярмăрккăсене хутшăнаççĕ.

Çынсене вăхăтра ĕç тупса парас тĕлĕшпе чылай чухне вĕренме яратпăр. Çавна май районти ДОСААФ уйрăмĕпе, «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕпе тачă çыхăнура.

Ваканси ярмăрккине ирттернĕ май 125 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, 25-шĕ хушма професси илнĕ.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ытти организацисемпе предприятисем те малашне пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлессе шанать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика