АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем канашларĕç

31 октября 2012 г.

Октябрĕн 26-мĕшĕнче район администрациийĕнче депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Депутатсем пилĕк ыйту пăхса тухса кирлĕ йышăнусем турĕç.

Район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ С.Г.Ульдина тупăш базин коэффициентне, налук тÿлес йĕркене улшăнусем кĕртмеллипе паллаштарчĕ.

Комсомольски районĕн 2012 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртессипе финанс пайĕн начальникĕ Е.И.Чернов тухса калаçрĕ. «Бюджет чăннипех те йывăррăн пурнăçланать. Тĕслĕхрен, кăçалхи IV кварталта уйрăм çынсенчен район хыснине 18 миллион тенкĕ налук кĕмелле пулсассăн, октябрьте 4 миллион ытларах çеç пухăннă»,— терĕ Евгений Иванович. Халĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парассипе çыхăннă ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнусен тытăмне (СМЭВ) ĕçе кĕртеççĕ. Çавна май çынсем кирлĕ кăтартусене пухнă чухне вăхăта перекетлеме пултараççĕ. «Пĕр чÿрече» мелĕпе усă курас текенсем кирек хăш вăхăтра та вара сайтра регистрациленсе заявка çырса ведомствăна пăхса тухма ярса пама пултараççĕ. «Çак мелпе районта пурăнакансем 2013 çулта усă курма пуçлĕç»,— каласа хăварчĕ Е.И.Чернов.

Пухăннисем 2010 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче район Пухăвĕн депутачĕсем «2010—2015 çулсенче районти энергие перекетлесси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн йышăннă документа пăрахăçларĕç.

Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕ А.Г.Ефремов район территорийĕнче аппаратпа программа комплексĕ лартасси пирки каларĕ. Ку районти нумай çын çÿрекен вырăнсенчи, кафе-магазинсен территорийĕсенчи лару-тăрăва сăнаса тăма май парать. Çак комплексăн смета хакĕ 289329,86 тенкĕ. Канашланă хыççăн депутатсем район бюджетĕнчен 200 пин тенкĕ уйăрса пама шантарчĕç.

Пухура район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев палăртнă ыйтусене тишкерсе сĕнÿсем пачĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика