31 октября 2012 г.
Миннезия Камальтдинова Чĕчкенти куллен кирлĕ таварсен магазинĕн заведующийĕнче тăрăшать. Унăн райпо тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çултан та иртет. Миннезия çамрăклах Аслă Чурачăкри апат-çимĕç магазинĕнче уборщицăра ĕçлеме пикеннĕ. Хĕрĕн суту-илÿре ĕçлес туртăмĕ пуррине кура ăна кăштахран прилавок умне тăма шаннă, аслăрах юлташĕсем вĕрентсе пынă. 1981 çулта вара Миннезия Зинетулловнăна Чĕчкенти куллен кирлĕ таварсен магазинне куçарнă, заведующи пулма çирĕплетнĕ. Çак сăпайлă та ырă кăмăллă, çаврăнăçуллă, ĕçчен хĕрарăм çавăнтанпах тăрăшать кунта. Пĕрле ĕçлекен сутуçăсене хăй мĕн пĕлнине-пултарнине вĕрентсе пырать, ăнăçуллă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Кунти пĕчĕк те туслă коллектив Комсомольски райповĕ лартнă тĕллевсене уйăхран уйăха пурнăçласа пырать. Темиçе çул каялла М.Камальтдиновăна «Россия потребкооперацийĕнчи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн» паллăпа наградăланă.
Таварсен ассортименчĕ пуян та анлă пултăр тесе тимлеççĕ хĕрарăмсем, тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ шăпах çакăнтан нумай килет-çке. Туянакансене кĕме-тухма хăтлă, кăмăллă пултăр, ĕç условийĕсем лайăхланччăр тесе кăçал çак магазина тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, илемлĕ сăн кĕртнĕ. Çакăншăн сутуçăсем питĕ хĕпĕртеççĕ, потребительсен обществин ертÿлĕхне тав тăваççĕ. «Кун пек аван условисенче ĕçлес те ĕçлес килет, хамăра шанса панă ĕçе çÿллĕ шайра туса пырас кăмăл та ÿсрĕ», — тет Миннезия Зинетулловна.
Источник: "Каçал Ен"