31 октября 2012 г.
Иртнĕ эрнере республикăри вĕренÿ профсоюзĕн право енĕпе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Л.Ю.Шушпанова тата Т.В.Рукавишникова инспектор районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕç саккунĕсене епле пăхăннине тĕрĕслерĕç.
Т.В.Рукавишникова вĕренÿ учрежденийĕсенче коллективлă килĕшÿсене епле йĕркеленипе уйрăмах кăсăкланчĕ, тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Право енĕпе ĕçлекен тĕп инспектор Л.Ю.Шушпанова ĕç тÿлевĕпе, бухгалтерсен ĕçĕпе, приказсене еплерех çырса пынипе кăсăкланчĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсене çитес вăхăтрах йĕркелесе çитерме сĕнчĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче инспекторсем шкул директорĕсемпе, бухгалтерсемпе канашлу ирттерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"