31 октября 2012 г.
Ачасене пысăк тимлĕх уйăрасси — аслисен тĕп тивĕçĕ. Кашни пепкех телейлĕ те тулли çемьере çитĕнмелле, анчах та пурнăç пĕр тикĕс килмест çав.
Нумаях пулмасть районти ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.Гаврилов, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ Л.Пушкина, ертсе пыракан специалист-эксперт Г.Гадельянова Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнче пулчĕç. Вĕсем çак тăрăхри ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе калаçу ирттернĕ, пурнăç условийĕсемпе паллашнă.
Источник: "Каçал Ен"