27 октября 2012 г.
Район прокуратурипе Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Патăрьел районĕнчи филиалĕ Комсомольскинчи тĕп больницăра санитарипе эпидемиологи правилисене тата нормативĕсене пăснă фактсемпе тĕрĕслев ирттернĕ. Пирĕн çĕр-шыври санитари правилисемпе килĕшÿллĕн сывлăш температури ача-пăча уйрăмĕнче — 20—26, ача-пăча уйрăмĕн ваннăйĕнче — 25—29, процедура кабине-тĕнче 22—26 градус пулмалла. Тĕп больницăра вара тĕрĕслев вăхăтĕнче ача-пăча уйрăмĕн палатисенче — 17,4—17,6, ача-пăча уйрăмĕн ваннăйĕнче — 16,9, процедура кабинетĕнче 15,8 градус анчах пулнă. Терапи тата ача çуратмалли уйрăмсенче те сывлăш температури кирлинчен сахалрах пулнине палăртнă.
Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район прокурорĕ больницăн тĕп врачне представлени янă, должноçри айăплă çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Тĕп врач çине Административлă кодексăн 6.4 статйипе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă.
Источник: "Каçал Ен"