27 октября 2012 г.
Хĕç-пăшалпа, боеприпассемпе, взрыв тăвакан япаласемпе, сирпĕнекен хатĕрсемпе усă курнăшăн, вĕсене сутнăшăн, туяннăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 222 статйипе килĕшÿллĕн 3 çула ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Çавăн пекех хĕç-пăшала упрамалли йĕркене пăснăшăн, урăх çын унпа усă курса преступлени тусан РФ УК 224 статйипе айăплаççĕ.
Енчен те хĕç-пăшала, боеприпассене, сирпĕнекен хатĕрсене полицие хăвăр ирĕкпех килсе парсан, саккун явап тыттарассинчен хăтарать. Унпа пĕрлех ЧР Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи 36-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн укçа-тенкĕ те парса хавхалантараççĕ. Енчен те сирĕн кил-çуртра çакăн пек япаласем пур пулсассăн эсир вĕсене районти шалти ĕçсен пайне килсе пама пултаратăр е 02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Источник: "Каçал Ен"