27 октября 2012 г.
«Паян çанталăк аван пулать пуль, хĕвел хитре тухрĕ»,— шухăшларĕ Минизиле сĕт сумалли витрене илсе ĕне патнелле утнă май. Кĕркунне çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курмалла. Çĕр улмине те вăхăтра пуçтарса кĕртмелле-çке. Минизиле аппа выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве ăсатрĕ, хур-кăвакалне апатлантарчĕ. Мăшăрĕ лашине çерем çине кăкарса килчĕ. Хĕр-арăм килти ĕçсене вĕçлесе кашни ирех наряда васкать. Минизиле Шеймерзяновна Мухутдинова «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче 8 çул бригадирта тăрăшать. Хăйĕн йăлтăрти куллипе, çепĕç калаçăвĕпе ĕçлекенĕн кăмăлне уçса яма пултарать вăл. Ахальтен мар Минизиле Шеймерзяновна таврари 5 ял ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупса тăрăшать. Вăр-вар хĕрарăм пур ĕçре те маттур. Кашнинех пулăшма хатĕр вăл: ĕçпе те, сăмахпа та.
Кăçал кооператив 100 гектар çĕр улми лартнă. Çитĕнтернĕ пуянлăха хĕрарăмсем вăр-вар пуçтарса кĕртрĕç.
Ĕçре чунтан хисеплеççĕ бригадира. Минизиле Шеймерзяновнан амăшĕ те ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă, ашшĕ те 40 çул ытла трактористра тăрăшнă. Çавăнпах пулĕ вăл вĕсен пархатарлă ĕçне малалла тăсать.
Мухутдиновсем хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ механикра тăрăшать. Хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухать.
Источник: "Каçал Ен"