27 октября 2012 г.
Алăра — руль, куç умĕнче — вĕçсĕр-хĕрсĕр хир, хăлхара — трактор шавĕ... Юрий Фадеевшăн çакă хăнăхнă япала. Уншăн «тимĕр ут» тахçанах чи çывăх юлташ вырăнне йышăннă. Кунĕ-кунĕпе руле алăран яманни те уншăн тĕлĕнмелле мар, кун пекки унăн чылай пулнă. Турă панипе механизатор пулма шутланă вăл, çак ĕçре чун киленĕçне тупнă.
Юрий Германовичпа эпĕ Ф.Г.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн çĕр улми ани çинче паллашрăм. «Ывăл вырăнне ĕçе тухрăм-ха паян. «Иккĕмĕш çăкăра» кăларатпăр. Ку ĕç вăхăтра тунине юратать. Кая юлсан кайран шеллемелле пулса тухма пултарать», — калаçрĕ вăл тракторне самантлăха чарса.
Ю.Фадеевăн тракторист стажĕ пысăк. Ачаранах вăл килĕшмен ĕçре вăй хумăп тесе тĕв тунă. Çи-тĕнсен хăйне механизатор ĕçĕ питĕ кăмăлне кайнине ăнланнă. Ара, çавăн пысăкăш «тимĕр ута» итлеттерме, хыçалтан пĕр тикĕс йĕрсем хăварса сухалама, темĕн пысăкăш утă-улăм куписене турттарма, çĕр улми йăранĕсем тăрăх кунне çĕршер хутчен каллĕ-маллĕ хутлама кашниех пултараймасть вĕт. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе вăл Канашри ятарлă профессипе техника училищине çул тытнă, часах анлă профильлĕ тракторист пулса яла таврăннă.
1979 çултанпа руле алран яманскер, «Россия» колхозра та, «Правда» ЯХПКра та нумай çул ĕçленĕ. Халĕ вара хĕрÿ вăхăтсенче фермер хуçалăхне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. «Ĕçĕ килĕшнĕрен ĕнтĕ ирсерен хаваспах руль умне ларатăп, хире тухсан чун хаваслăхпа тулать, трактор шавне итлесе киленетĕп», — пĕлтерет вăл.
Юрий Германовичăн килĕнче те трактор пур. Хальхи вăхăтра çакă нумай усă панине палăртать вăл, «тимĕр утпа» чылай ĕç çăмăлланнине пытармасть. Килти пахчара вăл е ку ĕçе тума та, мĕн те пулин турттарма та, кÿршĕ-арша пулăшма та май парать килте техника пулни. «Ывăлăм Герман хам çулпах кайни савăнтарать. Ачаран ашшĕ мĕнле ĕçленине пăхса тăма кăмăллатчĕ, руль умне ларма ĕмĕтленетчĕ. Халĕ акă пилĕк çул ĕнтĕ трактор çинчен анма пĕлмест, техника таврашне питĕ кăмăллать. Çакăншăн чунтан хĕпĕртетĕп», — ăшшăн сăмахлать пысăк опытлă механизатор.
Источник: "Каçал Ен"