АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнтĕвăрринче – патша майрин палăкĕ

27 октября 2012 г.

Сумлă юбилейсене уявлама хатĕрленнĕ май Сĕнтĕрвăрри хулинче Мария Александровна патша майрин палăкне лартĕç. Ăна 2013 çулта Республика кунĕнче уçасшăн. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕнче палăртнă тăрăх — хулара хальхи вăхăтра йĕркелÿ ĕçĕсем пыраççĕ: палăк макетне тата ăна вырнаçтармалли лаптăка суйлаççĕ.

II Александр патша мăшăрĕн ятне панă хулара скульптура лартас шухăш 2005 çултах çуралнă. Ун чухне Сĕнтĕрвăрри хăйне хула статусне тата патша майри ятне панăранпа 150 çул çитнине паллă тунă. Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш Республики йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ чухне Сĕнтĕрвăррисен истори сăнарне бронза палăк лартса ĕмĕрлĕхе асра хăварма май тупăннă. Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Рыбкин тата Иван Зеленков скульптор 7 çул каяллах статуя макечĕн темиçе вариантне хатĕрленĕ. Анчах ун чухне çак идейăна малалла аталантарма май килмен. Макета малтан Сĕнтĕрвăрри хулинчи мещен-купса йăли-йĕркин музейне, каярахпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Вадим Шипуновăн пултарулăх мастерскойне вырнаçтарнă.

Мария Александровна патша майрин палăкне вырнаçтарас ыйтăва икĕ çул каялла Романовсен çурчĕн 400 çулне (ăна 2013 çулта паллă тăвĕç) хатĕрленес енĕпе ĕçлекен районти йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче тепĕр хут хускатнă. Нумаях пулмасть çак палăкăн тепĕр макетне сĕннĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин макетра хула урамĕсем тăрăх уçăлса çÿрекен Мария Александровнăна «сăнланă».

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕнче Иван Зеленков хатĕрленĕ макет ăнăçлăрах тесе йышăннă. Скульптор çак ĕçе пуçăниччен истори докуменчĕсене, патша мăшăрĕн портретне тата чăн гардеробне тĕплĕн тишкернĕ.

Бронза палăк 3 метр çÿллĕш пулĕ. Ăна тумашкăн пĕтĕмпе 1,5 млн тенкĕ кирлĕ. 1 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен уйăрма палăртнă, ытти укçана бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен тупасшăн.

Романовсен çурчĕн 400 çулне халалласа Чăваш Енре тепĕр объект та хута кайĕ, вăл Шупашкарта пулĕ. Ку хулара пĕрремĕш патша кукамăшне Мария Шестовăна халалласа часавай хăпартаççĕ. Паянхи кун тĕлне вăл ăçта пулассине палăртнă ĕнтĕ, Константин Иванов скверĕн территорийĕнче, Бондарев урамĕпе хĕресленнĕ вырăнта, сулахай кĕтесре. Часавая 2013 çулта халăх пулăшăвĕпе хăпартма йышăннă.

Аса илтерер: 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин сĕнĕвне йышăннă, 2019 çулта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул, 2020 çулта вара Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси пирки калакан указа алă пуснă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре сумлă юбилейсене халалласа ирттермелли тĕп мероприятисен проектне хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн 38 объекта реконструкцилеççĕ.

Историрен.

Сĕнтĕр ялĕ (хулан малтанхи ячĕ) пирки асăнни пĕрремĕш хут 1620 çулта тĕл пулать. 1865 çулта II Александр патша мăшăрне Мария Александровнăна халалласа çак ялтан Сĕнтĕрвăрри хули туса хунă.

Бояр арăмне Мария Шестовăна (Шастуновăна) Борис Годунов патша хушăвĕпе Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирне янă, 1601 çулта манашкăсен йышне илнĕ. Мăнастир соборĕн склепĕнче пытарнă. 1913 çулта, Романовсен патша çурчĕн 300 çулне уявланă чухне, Хусан кĕпĕрнин пуçлăхĕ тата викарий архиерейĕ ертсе пынипе склепа тата вил тăприне уçнă. Кĕлетке юлашкисем шăпах Шестова манашкăн пулнине çирĕплетнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика