27 октября 2012 г.
2014 çул вĕçне пирĕн республикăра кашни килте цифрăллă эфирти телевидени пулмалла. Вăл халăх патне «Россия Федерацийĕнче 2009—2015 çулсенче телерадиохыпарлава аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, «Раççейри телевидени тата радиохыпарлав сечĕ» ФПУП, Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви пулăшнипе çитет.
Республикăра çак ĕçе виçĕ тапхăрпа тума палăртнă. Пĕрремĕшĕнче — 2012—2013 çулсенче — цифра хатĕрĕсене Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш хулисенче, Йĕпреçре, Тăвайĕнче тата Шупашкар районĕнче вырнаçтарĕç. Çапла вара 2014 çул вĕçлениччен пурăнакансен 99 проценчĕ телевидени сигналĕсене цифрăллă форматпа йышăнĕ. Телевизор çинче DVВ-Т2 декодер вырнаçтармалла е Set-Тор-Вох цифрăллă приставка илмелле. Çак программăпа килĕшÿллĕн республика çыннисем 20 ытла канал тÿлевсĕр курма пултараççĕ.
Источник: "Каçал Ен"