27 октября 2012 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Информаци политикин министерствинче пресс-конференци иртнĕ. Унта Валентина Андреева министрпа Чăваш Енри Росреестр управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева хутшăннă.
Пресс-конференцире «Чăваш Республикин отрасльсем хушшинчи геоинформацин комплекслă тытăмне туса хумалли мерăсем çинчен» указа сÿтсе явнă.
Унпа килĕшÿллĕн республикăра отрасльсем хушшинчи геоинформацин комплекслă тытăмне туса хурас ĕçе 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çак документ икĕ ведомствăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ.
«Указ геоинформаци тытăмне анлăлатма пулăшать. Саккунăн тĕп тĕллевĕ — кăтартусене пĕр база платформине пĕрлештересси»,— тенĕ Валентина Андреева.
Çак указ республика экономикин аталанăвне инвестицисем хывас ыйтăва татса, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстерес енĕпе информацие пухма, упрама, çĕнетме, кадастр енĕпе хаклама, прогнозлама, пурнăçпа ĕç-хĕл хăрушсăрлăхне çирĕплетме тата ытти те май парĕ.
Паянхи кун Чăваш Ен Россия Федерацийĕн Кадастр карттипе çыхăнура. Ку вăл çĕр участокĕсене тупма, вĕсем çинчен информаци пухма пысăк пулăшу парать.
Комплекслă тытăм Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстерес тата граждансемпе организацисем актуаллă информацие васкавлăн илме пултарассине тивĕçтерĕ.
Источник: "Каçал Ен"