27 октября 2012 г.
Водитель — паянхи кун чи кирлĕ профессисенчен пĕри теме пулать. Кирек хăш организацие пырса кĕрсен те ĕç кунне руль умĕнче ирттерекенсене куратăнах. Шкулта ачасене автобуспа турттараççĕ, больницăра чирлисене пулăшу пама васкаççĕ, банкра укçа-тенке хуларан хулана машинăпа куçараççĕ... Район администрацийĕнче те водительсемсĕр ĕçлеме май çук. Професси уявĕ çывхарнă май администраци çуртĕнче вырнаçнă халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçлекен Геннадий Краснов шоферпа тĕл пулса калаçрăм.
Г.Краснов Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялтах шкул пĕтернĕ. Уншăн юлашки шăнкăрав янăранă хыççăн каччă районти ДОСААФ уйрăмĕн автошкулне водителе вĕренме кайнă. «Ун чухне шкул пĕтерекенсем, хальхи пек, пурте аслă пĕлÿ илме талпăнмастчĕç. Водитель питĕ хисеплĕ професси шутланнă. Автомашинăпа çÿреме пĕлекен каччăсем çине хĕрсем те урăхларах пăхнă», — пĕлтерет Геннадий Николаевич. 1982 çулта унăн çара кайма ят тухнă. Г.Краснов службăри икĕ çула та руль умĕнче ирттернĕ.
Çартан таврăнсассăн вăл район администрацийĕн вăрлăх инспекцийĕнче водительте ĕçлеме пикеннĕ, унтан çĕр комитетне куçнă. Геннадий Николаевич пĕрремĕш хут руль умне ларнăранпа вăтăр çул иртнĕ ĕнтĕ. Çак хушăра миçе сехет çул çинче ирттермен-ши вăл, ăçта кăна çитмен-ши? «Çула тухсан темĕнле пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Чăрмавсене ăнăçлăн çĕнтерме теорие пĕлни çеç çителĕксĕр, практика опычĕ кирлĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах руль умĕнче ларатăн, хăвна çул çинче çавăн чухлĕ шанчăклăрах туятăн», — пĕлтерет Г.Краснов.
Хальхи вăхăтра çулсем çинчи транспорт хатĕрĕсен шучĕ кунсерен тенĕ пек ÿссе пынине кура водительшĕн чи малти вырăнта тимлĕхпе асăрханулăх тата автомашинăн юсавлăхĕ пулмаллине палăртать вăл. Çавăнпах ĕнтĕ хăйне шанса панă транспорт хатĕрне тĕрĕслесех тăрать, пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах тÿрлетме тăрăшать. «Машина вăл ача пекех, хăйне пăхнине юратать. Унăн юсавлăхĕ çинчен çула тухичченех шутламалла. Унччен автомашинăна валли улăштармалли пайсем тупма йывăр пулнă пулсан, халĕ ку енĕпе чăрмав çук. Ÿркенсе тăмалла мар çеç», — тет Геннадий Николаевич. Кунĕпе руль умĕнче ларса та ывăнмасть вăл. «Чăннипех килĕшекен ĕç нихăçан та йăлăхтармасть. Тепĕр вăтăр çул та ĕçлеме хатĕр», — тет вăл йăл кулса.
Источник: "Каçал Ен"