27 октября 2012 г.
Районти хуçалăхсенче çĕр улми, пахча çимĕç пуçтарса кĕртессине вĕçленĕ ĕнтĕ. Çанталăк лайăх тăнине кура çĕртме тăвасси малалла пырать. Хальлĕхе 14263 гектар çинче (ку вăл планпа палăртнин 79 проценчĕ) ку ĕçе пурнăçланă. «Дубрава», «Асаново», «Изамбаево», «Луч», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Сюрбеево» ОООра, «Комсомольские овощи» агрофирмăра, Минатуллинăн, Атласкинăн, Ф.Г.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕсенче çĕртме тăвассине вĕçленĕ. «Искра» колхозра, «Дружба», «Труд», «Восток», «Победа», «Пайгас» ЯХПКсенче тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра çывăх вăхăтрах çĕртме туса пĕтерĕç. Ытти хуçалăхсенче ку ĕçе хăвăртлатсан аван пулмалла.
Хуçалăх ертÿçисемпе агрономсене çурхи культурăсене акма вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнетпĕр. Вăрлăхсен пахалăхне тĕрĕслеттермелле, тивĕçтерменнисене урăххисемпе улăштармалла.
Источник: "Каçал Ен"