АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо совечĕ 5 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ

27 октября 2012 г.

Пирĕн районти потребительсен обществи 736 пайщике пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем кашни участокрах уполномоченнăйсене суйланă. Октябрĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски райповĕ уполномоченнăйсен отчетпа суйлав пухăвне ирттерчĕ. Çак мероприятире потребительсен обществин совечĕ 2008—2012 çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Çавăн пекех малашлăх валли тĕллевсем те палăртрĕç. Пуху ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз совечĕн председателĕ Валерий Павлов, Шупашкарти «Универбаза» директорĕ Николай Абанин хутшăнчĕç.

Потребительсен обществин чи аслă органĕн — уполномоченнăйсен пухăвĕн — ĕçне халичченхинчен урăхларах йĕркелерĕç. Пĕр-пĕр залра ларса çара отчетсем итленипе, слайдсем курнипе çырлахмарĕç. Малтан хăнасемпе уполномоченнăйсем производствăпа паллашрĕç, суту-илÿ точкисене çитсе унти ĕç условийĕсемпе, таварсен ассортименчĕпе кăсăкланчĕç. Çав кун Александровкăри куллен кирлĕ таварсен магазинĕ юсаса çĕнетнĕ хыççăн çĕнĕрен уçăлчĕ. Вăл самообслуживани меслечĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Тавар туянакансемшĕн хăйсене мĕн кирлине тупса илме, суйлама питĕ меллĕ çакă. Сутуçăсене те ĕç условийĕсем тивĕçтермелле кунта: çутă, ăшă, канмалли пÿлĕм, санузел, ăшă-сивĕ шыв пур. Таварне вара заказ пар кăна — автомашинăсемпе çийĕнчех кÿрсе килеççĕ. Райпо тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Нина Григорьева, Киров поселокĕнчи уполномоченнăй, ĕçтешĕсемшĕн чĕререн савăннине пĕлтерчĕ. «Эпир кун пекки çинчен ĕмĕтленме кăна пултарнă. 15—20 çул каялла магазин çурчĕсене хамăрах хутса ăшăтнă, таварне район центрне кайса илнĕ, ăна кутамкка-сумкапа çĕклени те пайтах пулнă», — аса илчĕ Нина Михайловна çав вăхăтсене.

Çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Физикат Абитов тĕплĕн каласа-кăтартса пачĕ. Кунта çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем пĕçермелли линисемпе кăмакасене пĕтĕмпех çĕнетни туса кăларакан продукци калăпăшне, ассортиментне ÿстерме май панă. 38 тĕрлĕ кондитер çимĕçĕ, 42 ятлă çăкăр-булка пĕçереççĕ.

Чĕчкенти, Аслă Чурачăкри куллен кирлĕ таварсен магазинĕсене çитсе курнă хыççăн уполномоченнăйсен пухăвĕн ларăвĕ пуçланчĕ. Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев, тĕп бухгалтерĕ Светлана Кокорева, ревизи комиссийĕн председателĕ Петр Муллин отчетлă тапхăрта пурнăçланă ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç, сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç. Вулакансене тĕрлĕ цифрăсемпе ывăнтарас килмест, анчах пĕрне асăнса хăварам. Район территорийĕнче райпо тытăмĕнче 61 предприяти. Магазинсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсене юсаса çĕнетме, модернизацилеме пилĕк çулта 80 миллион тенкĕ тăкакланă. Асăннă точкăсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен, рынок саманинчи кăра конкуренцие хирĕç тăма пултаракан центрсем пулса тăнă. Вĕсенче ассортимента пуянлатнипе пĕрлех суту-илÿ культурин шайне те çĕклесе пыраççĕ.

Отчетсене сÿтсе явма Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, Геннадий Волков, Василий Николаев, Мария Самарина уполномоченнăйсем хутшăнчĕç, потребительсен обществин ĕçне «аван» хак пачĕç. Райпо совечĕн председательне суйлас ыйту патне çитсен вара пурте пĕр саслă пулса Евгений Карпеевах тепĕр тапхăра суйласа хăварчĕç. Çакна Евгений Ивановичăн коллектива ертсе пырас опычĕпе пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине, кунта ĕçленĕ тапхăрта вăл потребительсен обществин аталанăвĕшĕн нумай вăй хунине тĕпе хурса турĕç. Çавăн пекех 7 уполномоченнăйран райпо советне тата Чăвашпотребсоюзăн районти представителĕсене те суйларĕç.

Районти потребительсен обществи вăл — çирĕпленнĕ йăла-йĕрке, ятарлă пĕлÿллĕ персонал, çÿлти шайри суту-илÿ культури. Вăлах — район бюджетне чи нумай налук хывакан предприяти, ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен те. Çавăнпа та райпо малалла та аталанса, çирĕпленсе пытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика