24 октября 2012 г.
Иртнĕ эрнере районта «Полици тата ачасем» операци вĕçленчĕ. Çак тапхăрта полици сотрудникĕсем шкулсенче, ача сачĕсенче пулчĕç, профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе каçхи рейдсем йĕркелерĕç.
Операци вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем профилактика темипе калаçусем, лекцисем, диспутсем ирттерчĕç. Хăш-пĕр организацисене çитсе водительсемпе те калаçусем йĕркелерĕç.
Паянхи куна районти шалти ĕçсен пайĕнче 28 ачана киревсĕр ĕç тунăшăн учета илнĕ. Вĕсенчен 5-шне — преступлени çулĕ çине тăнăшăн. Иртнĕ çул çак тапхăрта ку кăтарту 4-па танлашнă.
Пакунлă çынсем 2012 çулта обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçнĕшĕн çул çитмен 7 ачана шута илнĕ. Ачисем саккуна пăснăшăн, ашшĕ-амăшне тĕрĕс воспитани паманшăн административлă майпа явап тыттаратпăр. Çапла вара кăçал ашшĕ-амăшĕ çине Административлă кодексăн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн 19 протокол çырса комиссине ярса патăмăр.
Шел пулин те, ашшĕ-амăшĕ пур чухне те хăйĕн айăпне йышăнма хал çитереймест. Полици ĕçченĕсенех айăплаççĕ, тăван ывăл-хĕрĕ йĕркене пăснине никамăн та ĕненес килмест.
Çул çитменнисене эрех-сăра тыттарса яракан сутуçăсем тĕлĕшпе административлă 3 протокол çырнă. Явап тыттарнă хыççăн тепĕр хут çаклансан суту-илÿ ĕçченне уголовлă статьяпа та айăплама пулать.
Январь—октябрь уйăхĕсенче çул çитмен ачасене пирус сутнă тĕслĕхсем те пулнă. Айăплă сутуçăсем çине материал пуçтарса Роспотребнадзор тытăмĕн ĕçченĕсем патне явап тыттарма ярса панă.
Источник: "Каçал Ен"