АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотике çул памалла мар

24 октября 2012 г.

Наркотиксене рекламăлама кирлĕ мар. Вĕсем унсăрăнах çынсем хушшинче сарăлаççĕ. Анчах вĕсене хирĕç антиреклама пуçармалла тесе шутлакансем те йăнăшаççĕ. Наркотиксене хура сăрăпа сăрлани, вĕсен сиенĕ çинчен яланах аса илтерсе тăни, хăратни çамрăксене урăх пĕтĕмлетÿсем тăвасси патне илсе çитерме пултарать. Наркотиксене тутанас, вĕсем чăнах та çавăн пек хăрушă пулнине тĕрĕслесе пăхас, халиччен пĕлменнине пĕлес килсе каять вĕсен.

Наркотиксене пуçласа тутанса пăхакансем тÿрех вĕсен витĕмĕ айне кĕрсе ÿкмеççĕ. Кирек хăш наркоман та хăй çакăн пек пулса каясса, паллах, кĕтмен. Пĕрремĕш хут алла пирус тытакансем те кайран çак усал йăларан хăтăлма хал çитереймессе шутламаççĕ. «Наркомансем — вараланчăк подъездсенче, урамсенче çапкаланакан, çăвăнман, хырăнман, тăрмаланчăк çÿç-пуçлă чирлĕ çынсем. Вĕсене нимĕн те кирлĕ мар, нимĕн те интереслентермест. Эпĕ вара урăхла. Манăн пурнăçра тĕллев пур. Эп хама мĕн кирлине пĕлетĕп. Тутанса пăхсассăн та эпĕ наркотиксен серепине кĕрсе ÿкместĕп», — тет чылайăшĕ.

Анчах та наркотиксем «кĕтме» пĕлеççĕ. Ыран, уйăх иртсен, çулталăкран вĕсем хăйсен тĕллевне пурнăçлаççĕ-пурнăçлаççех. Тен, пĕрремĕш хут тутанса пăхсан е кальян туртнă чухнех пуçланнă çакă.

Çавăнпа та пурнăçа наркотиксăр тăвас тесен — тутанса ан пăх, хăвăн сывлăхупа ан выля.

Тата тепĕр япалана асра тыт: наркотик сана яланах çĕнтерет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика