24 октября 2012 г.
Россия Федерацийĕн 2006 çулхи майăн 2-мĕшĕнчи 59-мĕш №-лĕ федераллă саккунĕ граждансен патшалăх тата вырăнти самоуправлени органĕсене ыйтса çырнине (обращение) хăш вăхăтра тата мĕнле пăхса тухмаллине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, вĕсене 3 кунра регистрацилемелле, 30 кунра хурав памалла.
Енчен те урăх органсенчен документсем илнĕ хыççăн кăна ыйтса çырни çине хурав пама май пулсан пăхса тухмаллин вăхăчĕ тата тепĕр 30 куна тăсăлать.
Хурав çине вырăнти самоуправлени органĕн ертÿçи, должноçри çын е хурав пама полномочи пур пулсан кăна алă пусать. Электронлă майпа ыйту килсен — электрон почти адресĕпе ямалла.
Приема килсе ыйтнине калаçура хурав памалла, çыру çинче ыйтса çырнă пулсан — почта çыхăнăвĕ урлă. Çак саккуна пăхăнманшăн Россия Федерацийĕн Административлă кодексĕн 5.59 статйипе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ — 5 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"