АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕлтен иртнĕ пулсан та

24 октября 2012 г.

Ял çыннисемшĕн кĕркунне чи хĕрÿ тапхăр-сенчен пĕри шутланать. Çĕртме тумалла, кĕрхи культурăсене акмалла, çĕр улмине, пулса çитнĕ пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртмелле. Ку вăхăтра вĕтти те, ватти те хирте тăрмашать. Ара, тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртни хаклă-çке.

Федор Кокшин Ф.Г.Хайртдиновăн фермер хуçалăхне çĕр улми пуçтарма кашни çулах тухать. Çитмĕлтен иртнĕ пулсан та пĕр ĕçрен те юлмасть вăл, çамрăксемпе танах иртен пуçласа каçчен ана çинче тăрăшать. Ĕçсĕр пĕр самант та ларасшăн мар Ф.М.Кокшин, çавăнпах ĕнтĕ чĕнессе кĕтсе тăмасть, хăех пулăшма çитет. «Пĕрре те ывăнма пĕлмест, çамрăксемшĕн тĕслĕх теме пулать ун пирки. Çак çула çитсе те хастарлăхĕ чакман. Икĕ аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать», — тет хуçалăх ертÿçи ун çинчен.

Унччен Федор Михайлович «Правда» ЯХПКра нумай çул вăй хунă. Механик та, хăрушсăрлăх техникин инженерĕ те пулнă вăл, тĕрлĕ должноçсенче ĕçлесе хуçалăха мала ярассишĕн тăрăшнă. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Çĕр ĕçĕ уншăн питĕ çывăххине палăртать вăл. Çавăнпах ĕнтĕ çулсерен пахча çимĕç пуçтарса кĕртмелли вăхăтра хире васкать, кунĕпе ывăнма пĕлмесĕр вăй хурать. «Йышпа пĕрле ĕçлеме питĕ кăмăллă. Çамрăксемпе çĕр улми пуçтарнă чухне вăй хушăнсах тăрать, вĕсенчен юлас мар тесе тăрăшатăп. Малашне те çапла ĕçлеме сывлăх пултăр», — тет вăл ăшшăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика