24 октября 2012 г.
Октябрĕн 28-мĕшĕнче, вырсарни кун, «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче пенсионерсем волейболла выляса ăмăртма палăртнă. Çак спорт тĕсне кăмăллакансене, тивĕçлĕ канурисене, мероприятие хутшăнма сĕнетпĕр. Кашни командăра 50 çултан иртнĕ виçĕ çын пулмалла.
Ăмăрту ирхине 9 сехет те 30 минутра пуçланать. Спортпа туслă уйрăм предпринимательсене те спонсорсем пулса мероприятие хутшăнма йыхравлатпăр.
Источник: "Каçал Ен"