24 октября 2012 г.
Нумаях пулмасть Канашри 3-мĕш номерлĕ вăтам шкулта «Шкул библиотекин ĕçĕнчи приоритетлă енсем» ятпа семинар-канашлу иртнĕ. Унта пирĕн районтан та делегаци хутшăннă. Пуçтарăннисем шкул библиотекисен ĕçне тишкернĕ, «Просвещение», «Русское слово» издательствăсен çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе паллашнă. Юлашкинчен чи ăнăçлă ĕçлекен шкул библиотекарĕсене Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă.
Нĕркеç вăтам шкулĕн библиотекарĕ С.П.Максимова Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин грамотине, Р.Н.Свистуновăпа (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) Г.В.Волкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) «Учколлектор» ПУПăн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Источник: "Каçал Ен"