АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

24 октября 2012 г.

Районти хуçалăхсенче çĕртме тăвасси малалла пырать. «Дубрава», «Асаново», «Изамбаево», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Урожай» колхозра, Ф.Г.Хайртдиновăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ, «Искра» колхозра, «Труд», «Восток», «Луч» ЯХПКсенче, «Родина», «Сюрбеево» ОООсенче, Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче çĕртме тумалли нумай юлман.

Хуçалăхсенче çурхи культурăсене акма вăрлăх хатĕрлеççĕ. Тĕрĕслевĕн пирвайхи кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. 7 хуçалăхра пĕчĕк шăтаслăхлă, 11 хуçалăхра кĕлет сăвăсĕпе сиенленнĕ вăрлăха тупса палăртнă. Пахалăхсăр вăрлăх çине халех тимлĕх уйăрмалла, ăна е урăххипе улăштармалла, е тасатмалла. Выртнăçемĕн вĕсен пахалăхĕ чаксах пырĕ. Палăртмалла: юлашки çулсенче çакăн пек пахалăхсăр вăрлăхсем пулманччĕ-ха.

Чылай хуçалăхра çĕр улми вăрлăхне упрама хунă. Каçсерен сивĕтнине кура ăна шăнтса ярасран тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика