АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комсомольскисем – тăваттăмĕшсем

20 октября 2012 г.

Октябрĕн 18-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче стритбол (урамри баскетбол) вăййине кăмăллакансем тупăшрĕç. Спартакиадăра 5 команда вăй виçрĕ — Комсомольски, Канаш, Елчĕк, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен администрацийĕсен командисем.

Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кашни команда пĕр-пĕринпе ăмăртрĕ. 7 минутлăх тăсăлакан вăйăра спортсменсем ăсталăхне кăтартрĕç. Чи маттуррисем Канашсем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьелсемпе Шăмăршăсем çĕнсе илчĕç. Комсомольскисем — Александр Краснов (команда капитанĕ), Ринат Султанов, Димитрий Тимофеев, Андрей Иванов, Андрей Салмин тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕç.

Ăмăртăва Евгений Тихонов, Сергей Остапиенко, Александр Пундяков тата Елена Степанова судьясем йĕркелерĕç.

Ĕнер, октябрĕн 19-мĕшĕнче, малти икĕ команда Çĕрпÿ хулинче иртнĕ Спартакиадăн çурма финалне хутшăнса ăсталăхне кăтартнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика