20 октября 2012 г.
Кил-çуртсемпе хваттерсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ. Кăмакапа тата газпа усă курмалли пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулать.
Енчен те эсир кил-çурта кăмакапа усă курса хутса ăшăтатăр пулсан, çакна асра тытăр: статистика палăртнă тăрăх, кашни вуннăмĕш пушар шăпах кăмака юсавсăррипе тата унпа тĕрĕс мар усă курнипе тухать.
Вут-çулăмра çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ, ку вара нимĕнрен те пысăк çухату. Çавăнпа та кăмакана çĕнĕрен тунă е юсанă чухне опытлă кăмакаçăсене е специалистсене явăçтарăр.
Мăрйине йывăçран, тимĕртен тума юрамасть. Кăмакапа мăрье йывăç конструкципе е çунма пултаракан ытти япаласемпе сĕртĕнсе тăмалла мар, вĕсен хушши пулмалла.
Сивĕтнĕ тапхăрта кăмакасем те, ăшăтмалли приборсем те юсавлă пулни кирлĕ. Унсăрăн вĕсемпе усă курма юрамасть.
Кăмакасемпе мăрьесене 3 уйăхра пĕр хутчен кая мар хăрăмран тасатмалла. Кăмака çăварĕ умĕнче 50х70 сантиметрлă тимĕр листи пулмалла.
Мăрьесемпе пăрăхсем çуркаланма пултараççĕ. Ун пек чухне сывлăша хĕлхем те, çулăм та тухать. Чылай чухне çакă пушар патне илсе çитерет.
Хăш-пĕр чухне кăмакасене хĕртсе яни пулать. Çавăнпа та вĕсене виçине пĕлсе, вăтам хутмалла. Шартлама сивĕсенче вăхăт-вăхăт хутса ăшăтмалла. Çунакан кăмакасене тата пĕчĕк ачасене пăхакансăр хăвармалла мар. Çунакан кăмака çă- варĕ умĕнче тивсе илме, çунма пултаракан япаласем ан выртчăр.
Кăмака хутма бензинпа, краççынпа, хăвăрт тивекен ытти шĕвексемпе ан усă курăр. Ун пек вут-çулăм хыпса илĕ, пушар тухĕ.
Кăмака таврашĕнче тата ун çинче кĕпе-йĕм, атă-пушмак, вут пуленкисем ан типĕтĕр.
Источник: "Каçал Ен"