АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Право сехечĕ йĕркелерĕç

20 октября 2012 г.

Прокуратура ĕçченĕсем октябрĕн 18-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра право сехечĕ ирттерчĕç. Унăн тĕп теми: вырăнти самоуправлени тата патшалăх органĕсенче граждансен ыйтăвĕсене (обращенисене) пăхса тухмалли йĕркене пăхăнасси.

Мероприятие район прокурорĕн пулăшаканĕ Антон Петров, библиотека ĕçченĕсем, Тукай, Элпуç, Хырхĕрри, Хирти Сĕнтĕр, Аслă Чурачăк ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Ольга Андреева, Владимир Гордеев, Анатолий Воробьев, Геннадий Ефремов, Юрий Лукиянов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Район прокурорне пулăшаканĕ, кун йĕркипе килĕшÿллĕн, пухăннисене чылай саккуна ăнлантарса панипе пĕрлех граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухас майсемпе те паллаштарчĕ. Çавăн пекех Антон Ильич ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Юлашкинчен прокуратура ĕçченĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене саккуна çирĕп пăхăнса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика