17 октября 2012 г.
Кĕркунне çитнĕ май, республикăра улма-çырла тата декоративлă культурăсен хунавĕсене лартма пуçларĕç. Анчах та çак хунавсене ăçтан илсе килнине чылай чухне пĕлместпĕр. Раççейĕн кăнтăр регионĕсенчен илсе килнĕ хунавсем пирĕн климат условийĕсене чăтаймаççĕ те часах пĕтеççĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикинче ÿстерме специалистсем сĕнекен сортсене туянма тăрăшмалла.
Хунав çине пăхсах унăн сортне, ăна ăçтан илсе килнине палăртма çук. Çавăнпа та туянас тетĕр пулсан сутуçăран ятарлă документсем ыйтмалла. Унта культура ячĕ, сорт, категори, хунавăн тымар системин вăрăмăшĕ, сиенçĕсем, чирсем пулни çинчен çырни пулмалла. Енчен те хунавсене Раççейĕн урăх регионĕсенчен илсе килнĕ пулсан, çак продукци çине карантин сертификачĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсемпе пĕрле сиенçĕсем е чирсем килес хăрушлăх пур. Хунавсем çинче — калифорни щитовки, тăпрара çĕр улми нематоди пулма пултарать. Уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чир — улма-çырла культурисем пиçсе кайни (бактериальный ожог). Çак чире Самар, Саратов, Воронеж, Белгород, Тамбов, Калининград облаçĕсенче тупса палăртнă. Инфекци ÿсентăрансен 170 ытла тĕсне ерме пултарать. Çав шутра улмуççи, груша, пилеш, чие, слива, çĕр çырли, ирга, хăмла çырли тата ытти те. Чире пуçласа яракан бактерисем сиенленнĕ хунав çинче хĕл каçаççĕ, унтан пахчари ытти йывăçсем çине куçаççĕ. Чир аталаннăçемĕн йывăçăн çеçкисем хăраççĕ, хуралаççĕ, инфекциллĕ туратсем шĕвекпе тулаççĕ. Кайран çав шĕвек тумламăн-тумламăн сăрхăнма, йывăç вулли тăрăх юхма тытăнать, çамрăк туратсем хăмăрланаççĕ, авăнса лараççĕ. Çулçăсем хуралаççĕ, пĕтĕрĕнсе лараççĕ, анчах çĕре ÿкмеççĕ. Чирленĕ çимĕçсем те хăмăрланаççĕ е хуралаççĕ, типеççĕ, çĕре ÿкмеççĕ. Чирлĕ йывăçсем çулăмпа пиçнĕн туйăнаççĕ. Çак чир инфекциллĕ çимĕçсем, садра ĕçлемелли хатĕр-хĕтĕр, хурт-кăпшанкăсем урлă ытти йывăçсене ерет.
Хисеплĕ сад ĕçченĕсем, енчен те сирĕн улма-çырла йывăççисем чирлине асăрхарăр пулсан, Чăваш Республикин Россельхознадзор управленине çак адреспа пĕлтерме ыйтатпăр: Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9, тел.: 52-80-29, 52-80-33, 52-71-54, 54-55-61.
Источник: "Каçал Ен"