17 октября 2012 г.
«Часах атте-анне çунатти айĕнчен тухма вăхăт çитет. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене те памалла пулать»,— тет Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Мария Спиридонова.
Вăл, 7-мĕш класра пĕлÿ пухаканскер, пур предметпа та «лайăх» паллăпа ĕлкĕрсе пырать.
— Пирĕн шкулта чăваш, вырăс, тутар ачисем вĕренеççĕ. Питĕ туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне ăнланни вĕренÿре те пулăшать, — терĕ хĕр ача.
Марийăпа эпĕ «Кĕтне» ФСК стадионĕнче ăмăрту хыççăн паллашрăм.
Хĕр ача 400, 800 метрсене чупассипе лайăх кăтартупа палăрчĕ.
— Лартнă тĕллев патне ăнтăлмалла. Хăвăн вăйна та шанмалла. Суйласа илнĕ çултан пăрăнмалла мар,— паллаштарчĕ хăйĕн тĕллевĕсемпе мана Мария.
Уйрăмах вăл математика, физкультура тата ытти предметсене кăмăллать.
«Спорт мана вĕренÿре пулăшать. Хăшĕ-пĕри компьютер умĕнче ларса, кĕнеке вуласа киленÿ илет. Эпĕ вара — чупса, ăмăртса...» — терĕ М.Спиридонова.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анжела Шаринкина та вĕренÿре, спортра, обществăлла пурнăçра хастар.
Источник: "Каçал Ен"