АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцие хутшăнчĕç

17 октября 2012 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен республикăра «Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пырать.

Çав ятпа иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра ĕçлекенсем Валентина Боровковăпа Любовь Морозова Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «а» класĕнче вĕренекенĕсене «Пирус туртни, эрех ĕçни кирлехи?» презентаципе паллаштарчĕç.

Ун хыççăн ачасем викторинăна хутшăнчĕç, чи лайăх хурав панисем парнесене тивĕçрĕç.

Мероприятире наркотик сиенĕ çинчен те анлă калаçу иртрĕ.

Библиотекăна килекенсем «Сывлăхшăн начар йăла-йĕркесем» кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Ачасем «Сывлăхăн 7 ноти» ятлă выставкăри кĕнекесене те вуларĕç. «Сывлăхлă пулас тесен усал йăласене пăрахмалла», — пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен мероприятие хутшăннисем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика